2026 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-
мӗшӗнче иртнӗ тӗл пулу ачасен асӗнче чылайлӑха упранӗ, мӗншӗн тесен ҫак кун
вӗренекенсем пултаруллӑ поэтессӑпа, Ярмушка тӑрӑхӗн тӗп специалисчӗпе,
обществӑлла пурнӑҫӑн хастарӗпе, уҫӑ чунлӑ та ырӑ кӑмӑллӑ Лиана Родионовна
Григорьевапа курнӑҫса поэзи тӗнчин ытамне лекрӗҫ. Уйӑх каялла Лиана Родионовнан
"Ҫутӑ ҫӑлтӑр пултӑн эсӗ маншӑн" иккӗмӗш сӑвӑ кӗнеки пичетленсе тухрӗ.
Пӗрремӗш сӑвӑ кӗнеки 10 ҫул каялла "Таймапуҫ сире, атте -анне" ятпа
тухнӑччӗ. Унӑн сӑввисенчи кашни сӑмха ахах пӗрчипе танлаштарма пулать, вӗсем
унӑн анлӑ тавракурӑмне, сӑмах хӑватне туйнине, пурнӑҫ ҫине мӗнле пӑхнине, пысӑк
та хӑватлӑ чунлӑ пулнине кӑтартса параҫҫӗ.
Ачасем Лиана Родионовна хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен каласа панине, сӑввисене вуланине,
,,Тӑван радио" эфирӗнче А.Д.Фомина илнӗ интервьюна тимлесе итлесе
хӑпартланчӗҫ, ыйтусем те пачӗҫ. Ачасемшӗн Лиана Родионовнан "Вӗҫленмен
йӗркесен" тытӑмӗ тӗлӗнтермӗш пулчӗ, кун пек мелпе ҫыракана урӑх никама та
пӗлменнине палӑртрӗҫ вӗренекенсем. Кӑсӑклӑ ыйту параканӗ вара автортан парне -
"Ҫутӑ ҫӑлтӑр пултӑн эсӗ маншӑн" кӗнекене тивӗҫрӗ.
Ачасемшӗн тӗл пулу ҫав тери усӑллӑ пулчӗ. Эпир хамӑр тӑрӑхри паллӑ та
пултаруллӑ ҫынсемпе мухтанатпӑр, мӑнаҫланатпӑр! Лиана Родионовнӑна ҫирӗп сывлӑх
сунатпӑр, унӑн кунсеренех сӑввисем ҫырӑнччӑр, ҫулсеренех пичетленсе тухчӑр,
чӑваш халӑхне савӑнтарччӑр!!!