ЧĂВАШ ЧĚЛХИ ЭРНИ

ЧĂВАШ ЧĚЛХИ ЭРНИ

Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пирӗн шкулта Чăваш чĕлхи кунне, Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне, Чăваш Республикинчи халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланӑ эрне пуҫланчӗ.

Ака уйӑхӗн 21- мӗшӗнче кӗҫен класра вӗренекенсем Вӑрнар тӑрӑхӗнчи кӗҫӗн класс учителӗсем умӗнче хӑйсем чӑн чӑваш ачисем пулнине сӑвӑсем каласа, юрласа, ташласа, вӑйӑ выляса кӑтартса пама пултарчӗҫ.

Ака уйӑхӗн 22- мӗшӗнче 7 - мӗш классем Ольга Туркайӑн " Туслӑх вӑйӗ" пьеси тӑрӑх йӗркеленӗ спектакльпе савӑнтарчӗҫ.

Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2026» вĕренӳ акцине хутшӑнӑпӑр. 24- мӗшӗнче вӗренекенсем " Ҫӗр пин сӑмах ҫӗр -шывӗнче" тупӑшура амӑртӗҫ.
25- мӗшӗнче вара "Эпӗ чӑвашла калаҫатӑп" акцие хутшӑнӑпӑр.

Чӑвашла калаҫар! Чӑваш чӗлхи тупра - ӑна упрар!

Фотогалерея