Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Ярмушка вӑтам шкулӗнче Пӗтӗм тӗнчери
Тӑван чӗлхе кунне халалланӑ "Асамлӑ уй" вӑйӑ 8 класра
вӗренекенсем хушшинче иртрӗ.
Ачасем асамлӑ кустӑрмана ҫавӑрса сас паллисем каласа чӑвашла -вырӑсла
словаре редакцилекенӗн, 17 томлӑ чӑваш сӑмахӗсен кӗнекине пухса хатӗрлекенӗн,
чи малтанхи чӑваш словарьне тӑвакан швеци ҫар офицерӗн хушамачӗсене, сӑвӑҫ
хӑйӗн сӑввине хӑй ятне кӗртнине чӑвашла мӗнле терминпа палӑртнине пӗлме
пултарчӗҫ.
Вӑйӑ кӑмӑла та ҫӗклерӗ, пӗлӗве те аталантарчӗ. Тӑван чӗлхепе, тӑван халӑхпа
ҫыхӑннӑ кӗнекесенчен хатӗрленӗ выставка чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗ ҫинчен ытларах
пӗлме май пачӗ.