В рамках Недели чувашского языка
и литературы 24 апреля обучающиеся МБОУ «Ермошкинская СОШ» приняли активное
участие в образовательной акции «Всечувашский диктант «Пĕтĕм чăваш
диктанчĕ - 2024» под руководством Ильиной В.А., учителя чувашского языка и
литературы и показали хорошие результаты в знании своего родного языка.
Вӑрнар тӑрӑхӗн Ярмушка вӑтам
шкулӗнче "Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2024" акцие хутшӑнса 32 вӗренекен
диктант ҫырчӗ. Пуканкас ялӗнчи Нина Афанасьевна Терентьева чӑваш чӗлхи кабинетне
чӑваш тумӗпе пырса кӗрсен ачасем хӑпартланчӗҫ, вӗсемпе пӗрле аслӑрах ҫултисем
те диктант ҫырни вӗсене савӑнтарчӗ. 70 урлӑ каҫнӑ пулсан та Нина Афанасьевна
диктанта "5"-лӗх ҫырса тӗлӗнтерчӗ. Тавах ӑна ачасене тӗслӗх
кӑтартнӑшӑн. Вырӑс чӗлхи вӗрентекен Перепелкина Марина Николаевна та диктанта
пӗр йӑнӑшсӑр ҫырнӑ, маттур! Шкул директорӗ Сорокин Георгий Геннадиевич та чӑваш
чӗлхи эрнинче чӑваш тӗрриллӗ кӗпепе ҫӳресе вӗренекенсемшӗн те, вӗрентекенсемшӗн
те тӗслӗх пулса тӑрать.