Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ вунӑ кунлӑх

Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ вунӑ кунлӑх

Ака уйӑхӗн 17-27-мӗшӗсенче Ярмушка вӑтам шкулӗнче Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ вунӑ кунлӑх иртрӗ. 5-6-мӗш классем И.Я.Яковлев калавӗсене ӑша хывнине информациллӗ диктант ҫырса ҫирӗплетрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫисем: Романова С-6кл., Лаврентьева А.-5кл. 7-8-мӗш классем"Тӑван чӗлхе ытамӗнче" конкурсра тупӑшрӗҫ. Вӗсем хушшинче туслӑх ҫӗнтерчӗ. 9-11-мӗш классем И.Я.Яковлев пурнӑҫӗн тупсӑмне тӗпчерӗҫ, "Чӑваш халӑхне" Халалпа кӗҫӗн классене вуласа пачӗҫ, "Истори кустӑрми" вӑййа хутшӑнчӗҫ. И.Я.Яковлев калавӗсем тӑрӑх 1-8 классем хатӗрленӗ сценкӑсене пурте тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ. Сцена ҫинче ачасем хӑйсене чӑн -чӑн артистсем пекех тытрӗҫ. Кӗҫӗн классен вӑййисем, сӑвви-юрри, ташшисем чуна тыткӑнларӗҫ, чунтан савӑнтарчӗҫ. Проза сыпӑкӗсене вуласа "Чӗрӗ самах" конкурса хутшӑннисенчен чылайӑшӗ ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑчӗҫ. Шкулта 10-кунлӑх тухӑҫлӑ иртрӗ. Вӗренекенсем республикӑмӑрта иртекен тӗрлӗ акцисене те, олимпиадӑсене те, конкурссене те хутшӑнса сертификатсем, дипломсем илие тивӗҫлӗ пулчӗҫ.

Фотогалерея