И.Я.Яковлев чӑваш халӑхне панӑ халал сӑмахӗсемпе паллашрӗҫ

И.Я.Яковлев чӑваш халӑхне панӑ халал сӑмахӗсемпе паллашрӗҫ

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ, чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекенӗ И.Я.Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитет.

Пӗрремӗш класра вӗренекенсем Иван Яковлев чӑваш халӑхне панӑ халал сӑмахӗсемпе паллашрӗҫ. Калаҫу вӑхӑтӗнче халал сӑмахӗсене сӳтсе яврӗҫ, пӗтӗмлетӳ турӗҫ: ырӑ ҫын пулмалла, пӗр- пӗринпе килӗштерсе пурӑнмалла, ваттисене хисеплемелле, вӗсен сӑмахӗсенчен иртмелле мар, маттур та ӗҫчен пулма тӑрӑшмалла.

Иван Яковлевич ҫырнӑ "Уҫӑлма тухнӑ шӑши ҫури" юмаха итлерӗҫ.

Фотогалерея