Чǎваш чĕлхипе литературине вĕрентекен чи лайǎх учителе палǎртнǎ

Чǎваш чĕлхипе литературине вĕрентекен чи лайǎх учителе палǎртнǎ

Нарǎс уйǎхĕн 14-15-мĕшĕсенче Хапǎсри  пĕтĕмĕшле пĕлӱ паракан вǎтам шкулта  «Чǎваш чĕлхипе литературине вĕрентекен чи лайǎх учитель» конкурсǎн муниципалитет тапхǎрĕ иртрĕ.

Çак конкурса пирĕн шкулта чǎваш чĕлхипе литературине вĕрентекен  Ильина Валентина Анатольевна чи маттур учительсем шутĕнче ăмăртнă.

Камсем-ха вĕсем районти чǎваш чĕлхине вĕрентекен  чи маттур учительсем? Вĕсем çаксем: Кириллова Надежда Витальевна (Вǎрнарти 1№ шкул), Алексеева Людмила Александровна (Вǎрнарти 2№ шкул), Игнатьева Валентина Юрьевна (Кюстюмĕр шкулĕ), Дмитриева Алина Геннадьевна (Вǎрман-Кипек шкулĕ), Ермошкина Раиса Николаевна (Санарпуç шкулĕ), Флегентова Валентина Николаевна( Аçǎмçырми шкулĕ), Ильина  Валентина Анатольевна (Ярмушка шкулĕ).

Çак икĕ куна пынǎ ǎмǎртура  тǎватǎ тĕрлĕ ĕç  тума тиврĕ чǎваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен:  «Уçǎ урок»,  «Класс сехечĕ»,  «Пултарулǎх лаççи», «Маçтǎр-класс».

 Чǎнах та, тǎван чĕлхе вĕрентекенсем  хǎйсем маттуррине  тепĕр хут кǎтартса пачĕç.  Ǎмǎртǎвǎн пĕрремĕш кунĕнче В.А.Ильина тǎван чĕлхе асамлǎхĕпе паллаштарчĕ, А.Г.Дмитриева  «Шǎпǎрлан» юмаха тишкернĕ май пурне те юмах тĕнчине илсе çитерчĕ, В.А.Флегентова вара текстсене тишкерме вĕрентрĕ, В.Ю.Игнатьева чǎваш тĕррисемпе паллаштарчĕ, Н.В.Кириллова вара сывлǎх пирĕн пуянлǎх пулнине  кǎтартса пачĕ,   Л.А.Алексеева кĕçĕн классенче вĕренекенсене япала ячĕсен хисепне  тĕрĕс палǎртма вĕрентрĕ, Р.Н.Ермошкина вара юптару тĕнчине илсе çитерчĕ.  Çавǎн пекех çак кун вĕрентекенсен пултарулǎх лаççине те çитсе куртǎмǎр.

Иккĕмĕш кун  класс сехечĕсем иртрĕç. Кунта  вĕрентекенсем  ачасене чǎваш халǎхĕн ырǎ йǎли-йĕркисемпе паллаштарчĕç, вĕсене упраса пымалли çинчен каласа хǎварчĕç.  В.А.Ильина   чǎваш апат çимĕçĕсем çинчен калаçнǎ май ачасене чǎваш шǎрттанĕпе хǎналарĕ. Çавǎн пекех çак икĕ кун хушшинче ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнǎ учительсем  чǎваш кĕписене ǎсталама та, тĕрлеме те, проза тата лирика хайлавĕсене илемлĕ вулама та, чǎвашла рекламǎсем çырма та вĕрентрĕç. 

Жюри членĕсен ĕçĕ çǎмǎлах пулмарĕ. Мĕншĕн тесен пурте маттур, пурте пултаруллǎ.  Конкурса хутшǎннǎ вĕрентекенсем пурте тĕрлĕ номинацире çĕнтерӱçĕсем пулса тǎчĕç. Çапах та тǎван «Чǎваш чĕлхипе литературине вĕрентекен чи лайǎх учитель»  ятне  Кириллова Надежда Витальевна çĕнсе илме пултарчĕ. Унǎн район чысне  çитес вǎхǎтра республикǎра хӱтĕлеме тивет.  Эпир ǎна ǎнǎçу сунатпǎр.

Эпир хамăрăн юратнă чǎваш чĕлхипе литературине вĕрентекен  Ильина Валентина Анатольевнăна конкурсра хăйĕн пултаруллăхне ăнăçлăн хӱтĕленĕ ятпа чун чĕререн тав тǎватпǎр, малалла та хастар ĕçлеме вǎй-хǎват сунатпǎр.

Фотогалерея