Шкул ачисемпе студентсене сăвă конкурсне хутшăнма йыхравлаççĕ

Шкул ачисемпе студентсене сăвă конкурсне хутшăнма йыхравлаççĕ

Кăçал Ленинград хулине блокадăран хăтарнăранпа 79 çул çитет. Историри çак пулăма асра тытса ачасемпе çамрăксене сăвă вуласа конкурса хутшăнма сĕнеççӗ. Тупăшăва хутшăнакансен алла çурта тытса  блокадăри Ленинград çинчен хывнă сăвă вуламалла, çакна видео ӳкермелле, ăна «В контакте» социаллă тытăмра #СвечаНашейПамятиЧувашия хэштегпа вырнаçтармалла, ача мĕн ятлине, хăш шкулта, мĕнле класра вĕреннине палӑртмалла.