Икĕ ăру та – чăваш чĕлхи управлăхĕшĕн

Икĕ ăру та – чăваш чĕлхи управлăхĕшĕн

Ярмушкари вăтам шкулта Чăваш чĕлхин кунне халалланă литература уявне ирттерчĕç.

   Хăтлă та çутă шкулта пĕлÿ пухакансем те, вĕрентекенсем те наци çи-пуçĕпе çÿрени, алă ĕçĕсен куравĕсене йĕркелени Чăваш чĕлхин эрнине пуянлатрĕ. Чăн-чăн чăваш тумтирĕ кĕçĕн çулхи шăпăрлансене те тыткăнларĕ.

Уява мухтавлă та чаплă ентешĕмĕрсене халалларĕç. Шкула хăнасем те йышлăн килчĕç. Пирĕн ентеш Улькка Эльмен – Ольга Куликова – чăваш çыравçи, журналист, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Раççей Федерацийĕн Писательсен союзĕн членĕ, Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн членĕ, И.Ивник тата А.Емельянов ячĕллĕ литература премийĕсен лауреачĕ, чăваш Писателĕсен союзĕн ертÿçи.

Авшак Элмен ялĕнче çуралса ÿснĕ Надежда Иванова – Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, И.Ивник ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ, Пĕтĕм тĕнчери Митта Ваçлей ячĕллĕ литература премийĕн дипломанчĕ, халăх академикĕ, ЧР тата РФ конкурсĕсен лауреачĕ, 130 ытла наука ĕçĕсен тата «Тăван литература» кĕнекесен авторĕ, Чăваш Республикин Вĕрентÿ институчĕн чĕлхепе литература кафедрин доценчĕ.

Маргарита Кабетова – Чăваш телерадиокомпанийĕн программисене ертсе пыраканĕ, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Елена Порфирьева (сцена çинчи ячĕ – Эншей) – Чăваш телерадиокомпанийĕн радио пайĕн редакторĕ.

Альбина Фомина – корреспондент, Чăваш телерадиокомпанийĕн журналисчĕ, Раççей тата республика шайĕнчи конкурссен çĕнтерÿçи.

Шкулта 40 çул ытла вырăс чĕлхине вĕрентнĕ Мария Андреевнăпа Александр Иванович Немиловсем те уява çитнĕ.

Концерта ĕç ветеранĕсен «Утмăлтурат» ушкăнĕ «Алран кайми аки-сухи» юррипе уçрĕ. Пуканкассинчи «Чашма» ушкăн «Эп сирĕн пата килес çул çинче» юрăпа тухрĕ. Ертÿçи – чĕрĕк ĕмĕр ытла клуб заведующинче тимленĕ Алексей Кондратьев.

Надежда Иванова литературăра палăрнă ентешĕсем, хăйсен йăх-тымарĕ, тĕрлĕ çулсенче шкул директорĕнче тимленĕ тăванĕсем çинчен тĕплĕн каласа пачĕ, фильм кăтартрĕ.

Ольга Куликова хăй çырнă калавсемпе паллаштарчĕ. Елена Эншей чăваш эстрада юррине шăрантарчĕ. Альбина Фомина Чăваш телерадиокомпанийĕн ĕçĕпе паллаштарчĕ.

Поэзие юратакансем – Любовь Анисимова, Нина Терентьева, Лиана Григорьева, Валентина Маркова – хăйсен сăввисене вуларĕç.

Чăваш радиовĕ эфира тухни шăпăрлансене тĕлĕнтерчĕ. Маргарита Кабетова ачасен умне тухса калаçма пуçлани те кĕтменлĕх пулчĕ.

Надежда Ильинан (Мăн Элменрен) «Турăсăр тупнă телей» тата Ольга Куликован хайлавĕсенчи сыпăксене аслă класра вĕренекенсем ăста вылярĕç, куракансен куçĕсем шывланчĕç. Кĕçĕн классенчи ачасем чăваш ташшисене илемлĕ ташларĕç тата юрларĕç. Александр Немилов-Ливень, Лиана Григорьева, Валентина Маркова çырнă сăвăсене ачасем пăхмасăр каларĕç.

Уява хатĕрлекене, наци культурине упрас тата халăх хушшинче сарас енĕпе тимлекен вĕрентекене Валентина Анатольевна Ильинана Ярмушка поселенийĕн администрацийĕ Хисеп хучĕпе чысларĕ.

 

Вурнарская  районная газета «Çĕнтерӱ çулĕ» №30/11594 от 27.04.2022

Сайт Ермошкинского сельского поселения