Тěрě – чăваш халăхěн тупри

Тěрě – чăваш халăхěн тупри

                                                                                                     Чăваш тěрри – халăх пуянлăхě.

Чăваш тěрри çыруллă теççě

Илемлě вăл чунтан тусан.

Чăваш тěрри хăватлă теççě

Ытарлă вăл чунпа туйсан.

 

Тěрě – чăваш халăхěн тупри. Асаннекукамай тěрě-эрешпе тумтире кăна мар, килурта шалтан илемлетнě. Халăхăн йăли-йěркине аса илтерес тěллевпе эпир, пусламăш класс вěрентекенěсем, шкулта ачасене тěрě вăрттăнлăхěсемпе паллаштартăмăр. Эрешсем ӳкертěмěр, вěсен пěлтерěшě çинчен калаçрăмăр. Ачасем асламăшě-кукамăшě арчисенчи  чăваш тěрриллě япаласене илсе килсе пěр-пěрне паллаштарчěç.

1-мěш класра ăс пухакан ачасем, куракансем тěрленě япаласене кăсăклансах сăнарěç.

Фотогалерея