Литература уявӗ

Чӱк уйăхӗн 16-мӗшӗнче чăвашсен çутăран та çутă çăлтăрӗ, хастар сăвăçисенчен пӗри, чăваш поэзийӗн никӗсне хываканӗ, революци йыхравçи, çӗн чӗреллӗ çӗн ӗмӗр чăвашӗ - Çеçпӗл Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин) - çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа Ярмушкари вӑтам шкулта литература уявӗ иртрӗ.

Киеври А. П. Довженко ячӗллӗ киностуди ӱкернӗ «Çеçпӗл» фильмăн пӗр пӗчӗк пайне пăхни юратнӑ поэта чӗррӗн куç умне кăларма май пачӗ. Çеçпӗл Мишши рольне унта чӑваш артисчӗ Иосиф Дмитриев вылять. Çеçпӗл Мишшине сума суса пирӗн сăвăçсем, композиторсем, ӱнерçӗсем сăвăсем, юрăсем, картинăсем чылай çырнă.

Карина Петрова Канаш районӗнчи Çеçпӗл музейӗнче пулса курнăран хăй хатӗрленӗ презентаципе музейри экспонатсем çинчен курăмлăн каласа пачӗ. Сӑвӑҫӑн амӑшӗн, Агафия Николаевнăн, сăнарне  Настя Лаврентьева, шăллӗне – Гурие - Вячеслав Кузьмин, Анастасия Червякована – Снежана Андреева калăпларӗç. Виктор Петров Çеçпӗл Мишшин «Чăваш сăмахӗ» хайлавӗпе, Стас Мефодьев чунне уçса паракан çырăвӗсемпе паллаштарчӗç. Анна Куракова, Александр Николаев, Эвелина Отрыванова, Кристина Алексеева, Люда Васильева, Иван Павлов, Кристина Павлова, Александра Абрамова поэтӑн тӗрлӗ тапхăрта çырнă сăввисене чуна пырса тивмелле янăраттарчӗç.