Чӱк уйăхӗн 16-мӗшӗнче чăвашсен çутăран та çутă çăлтăрӗ, хастар сăвăçисенчен пӗри, чăваш поэзийӗн никӗсне хываканӗ, революци йыхравçи, çӗн чӗреллӗ çӗн ӗмӗр чăвашӗ Çеçпӗл Мишши, Михаил Кузьмич Кузьмин, çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа литература уявӗ иртрӗ. Киеври илемлӗ фильмсен А. П. Довженко ячӗллӗ киностуди ӱкернӗ «Çеçпӗл» фильмăн пӗр пӗчӗк пайне пăхни Çеçпӗле чӗррӗн куç умне кăларма май пачӗ. Çеçпӗл рольне унта Иосиф Дмитриев – чăваш артисчӗ вылять. Çеçпӗле сума суса пирӗн сăвăçсем, композиторсем, ӱнерçӗсем сăвăсем, юрăсем, картинăсем чылай çырнă. Петрова Карина Канаш районӗнчи Çеçпӗл музейӗнче пулса курнăран хăй хатӗрленӗ презентаципе музейри экспонатсем çинчен курăмлăн каласа пачӗ. Çеçпӗл Мишши амăшӗн - Агафия Николаевнăн сăнарне Лаврентьева Настя, шăллӗне – Гурие - Кузьмин Вячеслав, Анастасия Червякована – Андреева Снежана калăпларӗç. Петров Виктор Çеçпӗл Мишшин «Чăваш сăмахӗ» хайлавӗпе, Мефодьев Стас Çеçпӗлӗн чунне уçса паракан çырăвӗсемпе паллаштарчӗç. Куракова Анна, Николаев Александр, Отрыванова Эвелина, Алексеева Кристина, Васильева Люда, Павлов Иван, Павлова Кристина, Абрамова Александра Çеçпӗл Мишшин тӗрлӗ тапхăрта çырнă сăввисене чуна пырса тивмелле янăраттарчӗç.