Оратор ăсталăх конкурсĕнче

Юпа уйǎхĕн 11-мĕшĕнче Вĕрентÿ институтĕнче паллă чĕлхеçĕмĕр Иван Андреевич Андреев профессор çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăх конкурсĕн республика тапхăрĕ иртрĕ. Унта пирĕн шкулта 8- мĕш класра  вĕренекен Петрова Карина хутшǎнма тивĕç пулчĕ. Конкурсăн юлашки тапхăрне район шайĕнче çĕнтернĕ чи маттур, пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ те уçă кăмăллă 32 ача пуçтарăннǎ. Вĕсем Елчĕк, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Вăрнар, Çĕмĕрле, Тăвай, Хĕрлĕ Чутай, Шăмăршă, Вăрмар, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ районĕсенчен тата Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен.

 Оратор ăсталăхĕн конкурсне Чǎваш Республикин вĕренÿ институчĕн ректорĕ Ю.Н. Исаев татаЧăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политики министерствин тĕп эксперт специалисчĕ И.А. Степанова уçрĕç.

Конкурс уçăвне ертсе пыракансем И.А. Андреев профессорăн пурнăç тапхăрĕсене, ăслăлăхпа вĕренÿре тунă ĕçĕсене аса илтерчĕ́ç.Профессорăн ĕçне патшалăх органĕсем тивĕçлипе хакланă.

Пултаруллă ĕçсемшĕн И.А. Андреева Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн ăслăлăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ячĕсене панă, «Чăваш Республикин умĕнче тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн» орден медалĕпе чысланă. Синтаксиса, пунктуацие тĕпчесе çырнă монографисемшĕн тата шкул учебникĕшĕн Иван Андреевич Чăваш Республикин патшалăх премине тивĕçнĕ. Шупашкарăн Çĕнĕ хула районĕн пĕр урамне И.А. Андреев профессор ятне панă. Профессор пурăннă çурт çинче барельефлă асăну хăмине çакнă.

Конкурса уçнă чух та, пĕтĕмлетÿсене пĕлтернĕ чухне те конкурсантсене Шупашкар 10-мĕш шкулĕн ачисем хăйсен ташăпа юрă номерĕсемпе савăнтарчĕç.

Петрова Каринǎна оратор ăсталăх конкурсĕн республика тапхăрне хутшǎнса шкул чысне хÿтĕленĕшĕн тав тǎватпǎр.