Чǎваш ачисем пулнине кǎтартрӗç

Ярмушкари вǎтам шкулта Чǎваш чĕлхи кунне, Иван Яковлевич Яковлев çуралнǎранпа 170 çул çитнине, Ырǎ ĕç тǎвакансен çулталǎкне палǎртса кашни класс хǎйĕн пултарулǎхне кǎтартрĕ, эрне хушши чǎвашсен илемлĕ тумĕпе çÿрерĕç. Кĕçĕн классем аслǎ вĕрнтекенĕмĕрĕн халалĕпе, калавĕсемпе, ача-пǎча сǎмахлǎхĕпе килентерчĕç. 5-мĕш классем «Чаплǎ парне» пьесǎпа, 6-мĕш классем «Улǎп чĕреллĕ çын» -литературǎпа музыка композицийĕпе савǎнтарчĕç. 7-мĕш классем чǎваш халǎхĕн, тǎван чĕлхен аталанǎвне тĕрлĕ юрǎ-ташǎпа çыхǎнтарса тĕлĕнтерчĕç. 8-мĕш классем вара И.Я.Яковлева, унǎн амǎшне, Пахома, Хакким пиччене, А.Рекеева, М.Трубинана, К.Иванова, Ф.Павлова т.ыт. те «чĕртсе тǎратрĕç». Аслǎ классем хǎйсен пултарулǎхне Митта Ваçлейĕ çуралнǎранпа 110 çул çитнине халалларĕç. Регионсем хушшинчи ача-пǎча фестивалĕн  «Силпи асамачĕ» çĕнтерÿçисене - «Шуçǎм» ансамбле пурте тǎвǎллǎн алǎ çупса йышǎнчĕç. Çак эрне хушшинче Ярмушка шкулĕнче вĕренекенсем И.Я.Яковлев халалне пурнǎçа кĕртсе тытса пынине, чǎваш чĕлхине, сǎвви-юррине, вǎййи-ташшине чунтан юратнине, чǎн-чǎн чǎваш ачисем пулнине палǎртрĕç.

В.А.Ильина

Вурнарская районная газета «Çĕнтерÿ çулĕ» от 04.05.2018 № 32/11200/