Хамăр тăрăхри мухтавлă çынсемпе паллаштарас тěллевпе чăваш чěлхипе литература вěрентекен Ильина В.А. вăтам классемпе уçă урок ирттерчě. Вěренекенсемшěн ку урок чăннипех усăллă пулчě.
М.П.Петров(Тинехпи) – Чăваш Ен культурипе наукин деятелĕ, паллă учёнăй, историк, этнограф, чăвашсен наци музейне йĕркелесе яраканĕсенчен, тăван тавралăха тĕпчекенсен ушкăнне йĕркелекенсенчен пĕри. 2017 çулхи авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 140 çул çитрě. Унăн чăваш халăхĕшĕн тунă ĕçĕсем çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕренсе И.Я.Яковлевпа тачă çыхăну тытнă вăл. Аслă вĕрентекенĕмĕр пирĕн ентеш талантлă çын пулнине пĕрре çеç мар палăртнă, ăна мĕн виличченех ырăпа çеç асăнса пурăннă.
Наци музейĕнче М. Петровăн пурнăçĕпе çыхăннă 129 тĕрлĕ япала упранать: сăн укерчĕксем, документсем, Хусанти тĕн академийĕнче вĕреннĕ вăхăтра çырнă ĕçсем, кĕнекесем, хăйĕн пурнăçĕнче усă курнă хатĕр-хĕтĕрсем. 1937 çулта М.Петрова арестленĕ чухне унăн ал çырăвĕсене пĕтĕмпех туртса илнĕ, 1956 çулта вара таса ятне тавăрнă хыççăн хăш-пĕр ал çырăвĕсене анчах тавăрса панă, вĕсем хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн архивĕнче упранаççĕ.
М.Петровăн архивĕпе паллашсассăн вăл анлă тавракурăмлă çын пулнине палăртма пулать: вăл тĕн ĕçĕпе те, халăх историйĕпе те, тăван тавралăха тĕпчесе тишкерессипе те, риторикăпа та, педагогикăпа та кăсăкланса халăхшăн кирлĕ тĕрлĕ ĕçсем тума пултарнă.
М.П.Петров ( Тинехпи) пурĕ 61 çул кăна пурăннă, анчах çак 61 çул хушшинче чăваш халăхĕшĕн питĕ нумай ĕç туса хăварнă. И.Я.Яковлев ыйтнипе 40 псалом, библие, «Кĕлĕ кĕнекисен пуххине» чăвашла куçарнă. М.П.Петров куçарăвĕсем пуриншĕн те ăнланмалла пулнă. Вăл вăхăтра чăвашла тĕрĕс куçарма, паллах, çăмăлах пулман. И.Я.Яковлев куçару ĕçĕнче питĕ нумай пулăшнă вăл. Чăваш литературин классикĕн - К.В.Ивановăн вĕрентекенĕ пулнă.
М.П.Петров ( Тинехпи) тăван халăхĕ, çĕр-шывĕ çинчен пĕр самантлăха та манман. Священникра та тăрăшсах ĕçленĕ, пур ĕç те чунтан парăнса пурнăçланă. Тĕп чăваш музейĕн директорĕнче ĕçленĕ хушăра тĕрлĕ экспонатсем шыраса тупса музее пуянлатнă, И.Я.Яковлев Ракеев патне янă çырусене пуçтарнă, Филимонов архивне пухнă. «Чĕмпĕр чăваш шкулĕпе ИЯ.Яковлев çинчен» кĕнеке кăларнă. Пĕрремĕш класс ачисене валли « Шутлав» кĕнеки пичетленĕ. А.П.Чехов, В.Гаршин, В.А.Тетюрев, кĕнекисене чăвашла куçарнă, Н.И.Ильминский ĕçĕсене тишкернĕ, ун çинчен кĕнеке кăларнă, вулав çурчĕсем, пуçламăш училищĕсем уçнă, куçару принципĕсене йĕркеленĕ, чăваш халăхĕ мĕнле пулса кайнине тĕпченĕ, истори, филологи, краеведени, музей темипе 20 ытла статья кăларнă тата ытти, тата ытти те. М.Петровăн чăваш халăхĕшĕн тунă ĕçĕсене асăнса пĕтерме те çук. И.Я.Яковлевшăн вăл çывăхран та çывăх, шанчăклă çын пулнă, вĕсем пĕр-пĕрне чунтан хисепленĕ, «çанă тавăрса» пĕр ĕçе тунă. И.Я.Яковлев М.П.Петрова(Тинехпие) мухтанă пулсан пирĕн унпа мĕнле мухтанас мар?