Ярмушка ял тăрăхěн специалисчěсем – Лиана Родионовна Григорьевăпа Валентина Михайловна Маркова пирěн таврари сěнě сăвăçсем. Вěсем иккěшě те сăвă çырас ăсталăха ятарласа вěрненмен. Сăввисем вěсен чунěсенче çуралса хут çине çырăнаççě, халăх умне тухаççě, сăмах хăвачěпе тыткăнлаççě, тарăн шухăша яраççě, куçран куççуль те кăлараççě. Сӑввисенче вĕсен пурнӑçĕ, шухӑш-кӑмӑлĕ сӑнарланать.
Л.Р.Григорьеван «Таймапуç сире, атте-анне!» сӑвӑ кĕнеки Чӑваш Республикинче 2016 çулта тухнӑ кĕнекесем хушшинче кӑçалхи нарӑспа пуш уйӑхĕнче иртекен «Чӑваш литератури: чи вуланакан кĕнеке» акци конкурса хутшӑнать, çавна пула ӑна чылай çĕре тĕлпулусене йыхравлаççĕ. В.М.Маркова та хӑй тӑрӑшнипе «Хистерĕ тĕлĕк» ятлӑ сӑвӑ кĕнеки кӑларнӑ.
2017 çул Чӑваш енре Амӑшĕпе Ашшĕ çулталӑкĕ пулнине тĕпе хурса йĕркеленĕ шкулти тĕлпулура вĕсем хăйсен амӑшĕ-ашшĕне халалланӑ сӑввисене, çемье, юрату, çамрӑклӑх, чыс, хисеп, шӑпа, пурнӑç ыйтӑвĕсене хускатса çырнисене чуна пырса тивмелле вуларĕç. Вĕренекенсем вĕсене тимлесех итлерĕç, ыйтусем те пачĕç, ятарласа вĕренмесĕрех чуна тыткӑнлама пултаракан сӑвӑсем çырма пултарнинчен тĕлĕнчĕç, тен, хӑшĕ-пĕрин сӑвӑ çырас кӑмӑл та çуралчĕ пулĕ. Вĕренекенсемшĕн ку тĕлпулу пурнӑç урокĕ пекех пулчĕ.