Вĕренекенсене профессие мĕн пĕчĕкрен палãртса суйласа илме пулãшасси – вĕрентекенсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Çак тĕллевпе шкулти социаллã педагог Дуткина Светлана Михайловна Ярмушка ял тãрãхĕн специалистне, «Таймапуç сире, атте-анне!» сãвã кĕнекин авторне Лиана Родионовна Григорьевãна шкула йыхравларĕ, 5-8 классемпе тĕлпулу йĕркелерĕ.
Лиана Родионовна ачасене хãйĕн ачалãхĕ çинчен, мĕн пĕчĕкрен хãй умнее тĕллев лартнине, çав тĕллеве пурнãçлама тĕрлĕ йывãрлãхсене çĕнтерме тивнине, шухãшланине яланах пурнãçа кĕртме тãрãшнине каласа пачĕ, шкулта пухнã пĕл\ профессие суйласа илнĕ чухне чи кирли пулнине палãртрĕ. Вĕренекенсем Лиана Родионовна хãйĕн нумаях пулмасть шãрçаланã сãввисене вулама пуçласан тимлесех итлерĕç, вĕсен куçĕсем çуталчĕç, сãвãç çине юратса пãхрĕç. Лиана Родионовна ачасене пултарнã таран хãйсен шухãшĕсене сãвãласа çырма сĕнчĕ, хãйĕн сãвã кĕнекине шкул библиотекине парнелерĕ.