Чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче пирĕнпе кÿршĕллĕ Малти Ишекри вăтам шкула тĕнчипе паллă ÿнерçĕ-ÿкерÿçĕ Праски Витти (Петров Виталий Петрович) ятне панине чылăн уявларĕç. Праски Виттин ачалăхĕ çакăнта иртнĕ, вăл ашшĕсĕр ÿснĕ. Пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме вăл тăван амăшĕнчен вĕренсе пынă, хушма ятне те амăшĕн ятне илнĕ. Тăван амăшĕ, тăван шкул, тăван вырăнсем, таврари çынсем - унăн пурнăçĕнче чи пĕлтерĕшлисем. Паллă ентеш шкула хăйĕн картинисене парнеленĕрен шкулта Праски Витти картинисен галерейине хĕрлĕ лента кассах уçрĕç. Çак паллă пулăмпа ÿнерçе тата шкула Чăваш Республикин Культура министрĕ К.Яковлев, Вĕрентÿ министрĕ Ю. Исаев, ăслăлăх институчĕн хальхи ертÿçи Л.Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Николаев тата ыттисем те ăшшăн саламларĕç, пурте ÿнерçĕ-ÿкерÿçĕн хăйне евĕрлĕхне, тĕлĕнмелле талантне палăртрĕç. Эпир те çак пулăмпа Малти Ишексене саламлатпăр, Праски Витти ятне çÿллĕ шайра тытса пыма ăнăçусемпе çитěнÿсем сунатпăр!