Наркотика пула кĕскетес марччĕ ĕмĕре

Наркотик паян çамрăксемшĕн те, аслăраххисемшĕн те хăрушă тăшман шутланать. Унăн серепине лекекенсем çуллен нумайланса пыраççĕ. Çак усала çул парас мар тесе çĕршывра мероприятисем йĕркелесех тăраççĕ. Акă, ноябрĕн 14-25-мĕшĕсенче Раççейĕпех "Вилĕме ăçта сутнине пĕлтер" акци пулать. Çын сывлăхĕшĕн хăрушă шурă порошока сутакансене тупса палăртас тĕллевпе ăна ирттереççĕ. Йĕрке хуралçисене кăсăклантаракан информацисене пĕлтерес тата наркотик танатинчен хăтăлас текенсем "шанчăк телефонĕпе" 58-33-33, 62-6-66 номерсемпе шăнкăравлама, пулăшу ыйтма пултараççĕ.