Сывлăха çирĕплетесси, упрасси пĕтĕмпех кашни çыннãн хãйĕн аллинче. Кун йĕркине пăхăнни, спортпа туслă пулни - çын кун-çулне чылай мала тăсма пулăшать. Кунпа пĕрлех çирĕп сывлăх, ырă кăмăл-туйăм та тачă çыхăннă. Тухтăрсем çирĕплетнĕ тăрăх савăк кулă, лайăх кăмăл чи сиплĕ, тÿлевсĕр эмел шутланать.
«Сывлăха сутăн парса илме çук», - тенине те час-часах илтетпĕр. Апла пулин те, çамрăксем тулхăрса, харкашса, пĕр-пĕрин çине çилĕ кăларса çÿренине час-часах куратăн. Хăйсен сывлăхне туртса, ĕçсе сиен кÿнине те курма пулать. Юлашки çулсенче вара çамрăксем наркотиксемпе явăçнине асăрхатпăр. Шел пулин те , сывлăх чи хакли пулнине кая юлса ăнланатпăр эпир. Вара ун чухне чавса çывăх та çыртма çук. Таса сывлăха тем чул тавăрас тесен те тавăрма çук.
Çак инкексенчен сыхланас, хамăр сывлăха упрас тĕллевпе Ярмушка шкулĕнчи 10-мĕш класра класс сехечĕ иртрĕ. Вĕренекенсем хăйсем чĕлĕм туртнин, эрех ĕçнин, наркотиксен сиенĕсем çинчен туха-туха калаçрĕç. Вĕсем хăйсен пĕлтерĕвĕсене интернет сайчĕсенчен, хаçат-журналтан тупнă. Сывлăха упрас тесен спортпа туслă пулмалли çинчен те калаçрĕç. Яланах пĕр-пĕринпе ырă кăмăллă пулмаллине те çирĕплетрĕç ачасем. Хаваслă, ырă çын çумне усал чир-чĕр те çыпăçмасть иккен. Юлашкинчен çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне килсе тухрĕç: «Сывлăх пулсан пурте пулать. Сывлăха упрама пĕлмелле. Пирĕн сывлăх хамăр алăра».