Терроризм çинчен калаçу

Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕ — терроризма хирĕç кĕрешекенсен кунĕ. Çак куна календарьсенче хĕрлĕ тĕспе паллă туни ахаль мар. Юри шухăшласа кăларманнине Ярмушка шкулĕнче вĕренекенсем питĕ лайăх пĕлеççĕ.  Л.В. Максимова аслă вожатăй 8-мĕш класра вĕренекенсемпе тĕл пулса " Мĕн вăл терроризм?" ятпа калаçу ирттерчĕ.  Вожатăйпа ачасем 2004-мĕш çулхи авăн уйăхĕн пуçламăшĕ Беслан хулинчи ачасемшĕн мĕн тери пысăк трагеди пулни çинчен калаçрĕç. Террористсем пур çĕршывшăн та, пур çыншăн та хăрушă.   Тĕнче шайĕнче çĕкленнĕ пысăк ыйту пурне те пырса тивет. Вĕсем мирлĕ халăха лăпкă та телейлĕ пурăнма памаççĕ.   Беслан шкулĕнче пулса иртнĕ трагеди пурне те шухăша ячĕ. "Пирĕн те питĕ тимлĕ, асăрхануллă пулмалла.Терроризма хирĕç пурин те пĕрле  кĕрешмелле,"— çапла пĕтĕмлетрĕç калаçăва саккăрмĕшсем.