«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2016» акци иртрĕ

   Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2016» акци ирттерчĕç.

   Пĕтĕм чăваш диктантне çырассин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси. Кашни çын чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси, чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме майсем туса парасси вара тĕп задачăсенчен пĕри шутланаççĕ.

    Диктант текстне хатĕрлекенсем чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев çырнă «Çăкăр хакĕ» хайлав сыпăкне суйласа илнĕ.

   Пирĕн  шкулта та  чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем ертсе пынипе 5 -11-мĕш классенчи  28  вĕренекен ятарлă бланксем çине диктант çырчĕç. Кашни çын çак акцие хутшăнни вăл чăваш чĕлхи пуласлăхĕшĕн сасăланипе танлашать тесе шутлаççĕ ку пархатарлă ĕçе пуçлакансем.