Çакăн пек эпиграфпа Ярмушкари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхи кабинетĕнче «Чăваш тĕнчи» ăс-хакăл вăййи иртрĕ. 9- мĕш класра вĕренекенсем 7 тĕрлĕ ăмăрту витĕр тухрĕç. Кутăнла диктант çырасси,чӑваш символӗсене пӗлесси, чӗлхе çинчен калакан каларӑшсем тупасси, Чӑваш Енри пултаруллӑ çынсене портрет тӑрӑх палласси, тырӑ пӗрчисене уйӑрса илесси, чӗлхе терминĕсене ăнлантарасси, çĕр-шыв пĕлекен 7 чăваша професси тӑрӑх ăнланса илесси ачасемшӗн çӑмӑлах пулмарӗ. Ӑслă та тавçӑруллӑ, чӑвашлӑха юратса нумай пӗлме ӑнтӑлакан ачасене вара ӑнӑçу кӗтрӗ. Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн теме пултараканĕсем вара 9-мĕш класри „Чăваш ачисем” ушкăн пулчĕ.