Чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ

Ака уйăхěн 18-25-мĕшĕнче пирěн шкулта   чăваш чěлхи кунне  халалланǎ  эрне иртет. Эрнере çак ěçсене тума палăртнă:

18- мěшě – «Тăван чĕлхе, эс – вĕçĕмсĕр тĕнче!» ăмăрту (5-6 кл.)

19- мěшě – «Асамлăх тĕнчинче» вăйă (9 кл.)

20-мĕшĕ – «Тăван чĕлхе ытамĕнче» тупăшу (7-8 кл.)

21-мĕшĕ – Савăнăçлисемпе тавçăруллисен конкурсĕ (10-11 кл.)

22 – мěшě – Ĕç çыннине халалланă  ÿкерчěксен конкурсĕ

                      Ĕç çыннине халалланă  кĕнекесен выставки

23 -  мěшě – Сăвă илемлĕ вулакансен конкурсĕ

25 -  мěшě – «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ  - 2016» акцие хутшăнни

                     Л.Р. Григорьеван  «Таймапуç сире, атте-анне»

                      кĕнеке презентацийĕ. Чăваш чĕлхи эрнине пĕтĕмлетни.