Кăшарни уявĕ çинчен

Кăшарни уявĕн пĕлтерĕшĕпе историйĕпе, халăхăн авалтан пыракан йăли-йĕркипе Ярмушка  шкулĕнчи 8-мĕш класра В.А. Ильина вĕрентекен «Кăшарни уявĕ» ятпа калаçу йĕркелерĕ. Ачасем хастар хутшăнчĕç, Сурхури эрнине мĕнле ирттерсе яни çинчен каласа кăтартрĕç.

Кӑшарни-Сурхури уявӗн шутне кӗрекен эрне, кӑрлачӑн 7-14-мӗшсенче паллӑ тӑваҫҫӗ.

Тӗрлӗ вырӑнта тӗрлӗрен паллӑ тунӑ. Хӑш-пӗр тӑрӑхсенче ҫак эрнене Нартукан тесе те палӑртнӑӑшарни ят ӑҫтан пулсан кайни пирки тӗрлӗрен калаҫҫӗ. Пӗрисем вырӑссенчен кӗнӗ теҫҫӗ - Крещение сӑмахран. Теприсем унӑн тымарӗ авалтарах пулнине палӑртаҫҫӗ. Чӑвашла хӗл тутарла кыш пулнине шута илсен уяв ятне «хӗл эрни» пек ӑнланма пулать. Теприсем «кӗш» (кайӑк) + «эрни» сӑмахсенчен пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вӑл эрнере имӗш, кайӑк-кӗшӗке тӑрантарнӑ

Кăшарние уявлама çамрăксем малтанах çурт тара илнĕ, ял тăрăх çÿресе хăмла, сахăр, çăнăх пухнă, хĕр сăри вĕретнĕ, кукăль пĕçернĕ, ял-йыша хăналанă. Каçпа ватти-вĕтти çак пÿртре пухăннă. Хĕрсем чи малтан ватăсене тата ашшĕ-амăшне сăрапа сăйланă. Кăшт вăхăтран аслисем çамрăксене телейле пурнăç сунса килĕсене саланнă. Хĕрупраçпа яш-кĕрĕм ирчченех ташланă, юрланă. Кăшарни чи пĕлтерĕшлĕ саманчĕ – юмăç яни.

Кăшарни кунĕсенче ялта кулăшла тумланнă çынсем килĕрен-киле çÿренĕ. Вĕсем çамрăксем уяв ирттерекен пÿрте те кĕнĕ. Кунта хайхискерсем кулленхи пурнăçри кулăшла самантсене туса кăтарнă, пурне те култарма тăрăшнă. Çапах та вĕсен тĕп тивĕçĕ ялтан усал чунсене тата халăха хирĕçле кăмăллă вăйсене хăваласа кăларасси шутланнă. Çавăнпах раштавран тытăнса кăшарничченех аллине пушă тытнă, арăш-пирĕш тумланнă çынсем урамсем тăрăх çÿренĕ, такама çапнă пек туса кăтартнă.

Кăшарни хыççăнхи ир Турă шыва аннă кун пуçланнă. Ку уява Евангелире çырса кăтартнă Иоанн Креститель Иисус Христоса Иордан шывне кĕртнине асăнса çирĕплетнĕ.

Кăшарни (Крещени) çĕрĕнче илнĕ шыва пирĕн асатте-асаннесем уйрăмах хакланă, çулталăкĕпех упранă. Унпа чун-чĕрене лăплантарма та, сурансене, чир-чĕре ирттерсе яма та усă курнă.

Стакана Кăшарни вăхăтĕнче сăвапланă шыв яраççĕ, сылтăм ал лаппипе хуплаççĕ, пĕр хутчен «Отче наш» кĕлĕ вулаççĕ. Ун хыççăн çав алăпах шыв çине виçĕ хут хĕрес хываççĕ. Икĕ алăпа та стакана тытаççĕ те татса памалли ыйтăва калаççĕ. Тĕслĕхрен, «Хаклă шыв, мана сипленме пулăшсам», «Хаклă шыв, мана канлĕхе тавăрса пар, эпĕ яланах санпа». Сывлăхпа, чун-чĕрепе çыхăннă кирек мĕне те ĕмĕтленме юрать. Чи кирли – пĕтĕмпех ăнăçлă пуласса шанни.

Çакăн хыççăн 5-6 сыпкăм шыв ĕçмелле, юлашкине тăкмалла мар, пите çуса ямалла.