«Сенкер инçет» олимпиада йыхравларĕ

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ пултаруллă çамрăксене тупса палăртас, вĕсене чăваш чĕлхипе литературине, культурине тĕпчеме хавхалантарас, çав енĕпе аталанма, профессилле çул-йĕрне суйлама пулăшас  тата аслă пĕлÿ илмелли йĕркепе паллаштарас тĕллевсемпе Чăваш Енри  тата ун тулашĕнчи 8-11-мĕш классенче вĕренекен шкул ачисене «Сенкер инçет» олимпиадăна йыхравларĕ. Ăмăртăва хутшăнакансен хăйсен пĕлĕвне çак предметсемпе кăтартма май пулчĕ: чăваш чĕлхипе литератури(чăваш шкулĕсем); чăваш чĕлхипе литератури(вырăс шкулĕсем). I тапхăр(куçăн мар) тĕнче тетелĕнче паян иртрĕ. II тапхăрĕ куçăн мелпе 2016 çулăн I кварталĕнче иртĕ. Пирĕн  шкул ачисем те çак олимпиадăра хастар хутшăнса пысăк баллсем илме пултарчĕç. II тапхăра чĕнессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.