Паян чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта пĕрремĕш хут «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци иртрĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси пулчĕ. Диктант çырма пурĕ 3 пине яхăн çын хутшăннă. Вĕсенчен традицилле мелпе, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультетĕнчи аудиторийĕсенче 300 ытла çын çырнă, ыттисем вара диктанта Чăваш наци радиовĕн тÿрĕ эфирĕнче итлесе хăйсем пурăнакан вырăнтах çырма кăмăл тунă. Пирĕн шкулти ачасем те çак акцие хаваспа хутшăнчĕç. Интернет ĕçлеменнине пула ĕçсене ярса параймарăмăр. Вĕрентекенсем вĕсене тĕрĕслесе пĕтĕмлетÿсем туса парĕç. Çак акцине йĕркелеме пулăшакансене пурне те пысăк тав! Вĕсем пурте чăваш чĕлхи пуласлăхĕшĕн çунакан çынсем.