«Халал» тăрăх - cпектакль

Чăваш чĕлхи кунне халалласа 8-мĕш класра вĕренекенсем И.Я.Яковлевăн «Халалĕ»  тăрăх хатĕрленĕ спектакле лартса пачĕç. Куракансене Улăп ачин (Д.Крылов), амăшĕн (А.Николаева), çĕр ĕçченĕн (Д.Слонов), вĕрентекенсен (Д.Федорова, Д.Павлов), ертсе пыраканăн (К.Григорьева), вырăсланнă чăвашăн (М.Илларионов) сăнарĕсем тыткăнларĕç те, савăнтарчĕç те. «Халалри» пурăнма вĕрентсе каланă ăслă сăмахсене Митя Николаев И.Я.Яковлев пекех янраттарчĕ.  Вĕренекенсем «Халалăн» тĕп пайĕсене ăша хывса, асра тытса, пурнăçри тÿнтерле пулăмсенчен хăтăласса шанатпăр.