«Чăвашлăх тĕнчинче» савăнăçлисемпе тавçăруллисен конкурсĕ

«Чăвашлăх тĕнчинче» савăнăçлисемпе тавçăруллисен конкурсĕ 5-мĕш класра вĕренекенсене чăннипех те чăвашлăх тĕнчине илсе кĕчĕ. «Чечексем» тата «Çăлтăрсем» ушкăнсем йĕркелесе хаваспах тĕрлĕ ĕç пурнăçласа ăмăртрĕç ачасем. «Кутăнла вуласан та сăмах», «Ваттисен сăмахĕсене майлаштар», «Диалект сăмахĕсене тÿрлетсе çыр», «Чăвашран тухнă паллă çынсем», «Мăшăр туп», «Шÿтлĕ ыйтусем», «Кам миллионер пуласшăн?» вăйăсем вĕренекенсен кăмăлĕсене çĕклемеллипех çĕклерĕç, вĕсен тавçăрулăхне, пĕлĕвне, тавракурăмне палăртма май пачĕç. Ăмăртура «Чечексем» ушкăн вăйлăрах пулни палăрчĕ. Конкурса вĕренекенсем  А.Канашăн сăвă йĕркисене пăхмасăр каласа пĕтĕмлетсе хăварчĕç.