Çăкăра хаклама, ăна тирпейлĕ тытма вĕрентес, сусăр çынсене ăнланма, хисеплеме вĕрентес тесе 6-мĕш класра Ева Лисинăн «Çăкăр чĕлли» хайлавĕ тăрăх урок иртрĕ. Урокра ачасем çавра çăкăра каснă май кашни татăкăн ятне пĕлчĕç, текстри илемлĕх мелĕсене тупса вĕсем мĕншĕн кирлине ăнлантарчĕç, çыравçă хайлава кама халалланине, çăкăр пирĕн пурнăçра мĕнле вырăн йышăннине палăртрĕç. «Сусăр çынсенчен кулма кирлĕ мар. Инкек куçа курăнса килмест. Сусăр çынсен чĕрисене татах та амантас марччĕ, вĕсене ăнланасчĕ, пулăшма васкасчĕ»,- тесе пĕтĕмлетÿ турĕç.