Асамлă уй

Паян кĕçĕн классем хушшинче «Асамлă уй» вăйă иртрĕ. Ачасем пуçламăш классенче паллашнă чăвашсен чаплă та мухтавлă çыннисене, вĕсем тăван  халăхăмăршăн тунă пысăк ĕçĕсене аса илчĕç. Чи маттурри тата чи тавçăрулли виççĕмĕш класра вĕренекен Петрова Ангелина пулчĕ. Вăл финала тухса «çĕнтерÿçĕ» ята тивĕçрĕ. Çак ятпа эпир ăна хĕрÿллĕн саламлатпăр, малашне вĕренÿре ăнăçусем тума сĕнетпĕр!