Чаплă уяв

Вăрнар тăрăхĕнчен тухнă çыравçăсене халалласа Чăваш наци библиотекинче Вăрнар ентешлĕхĕ «Туслăх» йĕркеленипе,  Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политики министерствин специалистсен хушма професси вĕренĕвĕн (квалификаци ÿстерекен) «Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ» бюджет вĕренÿ учрежденин чăваш чĕлхипе литература кафедрин доценчĕ Иванова Н.Г. ертсе пынипе чаплă уяв иртрĕ. Çак уява район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Петров Н.П. та,  «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат ĕçченĕсем те, районти пур шкул та, республикăри паллă çыравçăсем те хутшăнчĕç. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хатĕрленипе шкул ачисем хăйсен тăрăхĕнчен тухнă поэт-писательсен сăввисене, хайлав сыпăкĕсене, пьеса пайĕсене сцена çинчен янраттарчĕç. Пирĕн шкулти вĕренекенсем Улькка Элменĕн «Авлантарчĕç» пьеса сыпăкне вылясан уява хутшăнакансем тăвăллăн алă çупрĕç. Çакăн пек тĕл пулусем йĕркелени чăвашлăха аталантарма пулăшасса шанатпăр.