Шкул ачисен чăваш чĕлхипе литературине вĕренес кăмăлне çĕклес, чăваш чĕлхине тĕпчес енĕпе пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе, вĕсене Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн паллă çыннисен пултарулăхĕпе паллашма майсем тупса парас тесе Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ тата Чăваш наци конгресĕ, Вĕренÿ министерстви 2013 çулхи пуш уйăхĕн (мартăн) 14-мĕшĕнче кăларнă 572-мĕш №лĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2013 çулхи ака (апрель) уйăхĕн 19-мĕшĕнче наци культурин «Туслăх хĕлхемĕ» фестивальне ирттерет. Çакăнта хутшăнас тесе пирĕн шкулти ачасем çанă тавăрсах ĕçлеççĕ. Ăнăçу сунатпăр!