Чăваш чĕлхипе литература олимпиадинче – иккĕмĕш!

 2013 çулхи нарăсăн 6-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика университетĕнче регионсем шайĕнчи чăваш чĕлхипе литература олимпиади иртрĕ. Олимпиадăна Чăваш республикинчи тата республика тулашĕнчи шкулсенче 9-11-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăннă.

Олимпиадăна килнĕ ачасем педагогика университечĕн музейĕсенче пулса курнă. Педагогика университетĕнчи чăваш филологи факультечĕн студенчĕсем нумай кăсăклă япаласемпе пулăмсем çинчен каласа панă шкул вĕренекенĕсене.

Шкул вĕрентекенĕсем валли «Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçе çĕнĕ стандартсене тĕпе хурса йĕркелесси» семинар иртнĕ. Меслетçĕсем тĕрлĕ çивĕч ыйтăва  хускатнă, вĕрентекене кирлĕ сĕнÿсем панă, вĕрентÿ ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă.

Çак олимпиадăна пирĕн шкулти 11-мĕш класра вĕренекен Сорокина Карина та хутшăнчĕ, иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ.Маттур, Карина! Саламлатпăр! Пур çĕрте те ăнăçусем сунатпăр!