Этеме ĕç çуратнă. Ĕç ăна çын тунă. Çавăнпа та ваттисем ĕçе пурнăç тыткăчи теççĕ. Тăван литература та çын пурнăçне ырă ĕçре тата усал ĕçре кăтартать. Ачасене хăйсем кăмăлланă ĕçе суйласа илме пулăшас, çав ĕçе хисеплеме, юратса ĕçлеме хавхалантарас, ашшĕ-амăшне, тăванĕсене, ĕçлекен пур çынна та хисеплеме вĕрентес тĕллевпе 6-мĕш класра «Ĕç – пурнăç тыткăчи» ятлă урок иртрĕ. Урокра И.Я.Яковлевăн «Чăваш халăхне» халалĕпе паллашрĕç, В.Элпин «Аппапа пĕрле» калавне аса илчĕç. Çак кунсенче В.Элпи – ачасен юратнă çыравçи, 100 çул тултарни çинчен, мĕнле çапла нумай пурăнма пултарни çинчен ыйтсан вăл çапла хуравланине: «Ĕмĕр тăршшĕпех ĕçе юрататăп, çынна ырă çеç сунатăп, Турра та ĕненетĕп, çут çанталăкпа килĕшÿре пурăнатăп», - пĕлсе тĕлĕнчĕç. Вĕренекенсем вĕрентекен пулăшнипе çакăн пек пĕтĕмлетÿ тума пултарчĕç: «Ĕçе тĕплĕн, юратса тăвакансем пирĕн хушăра та сахал мар. Çавăн пек çынсен пурнăçĕ илемлĕрех, хăтлăрах. Вĕсем нимĕнле ĕçрен те йĕрĕнмеççĕ, ĕç мелне, меслечĕсене çĕнетес, çăмăллатас тесе тăрăшаççĕ. Пирĕн те çавăн пек пулмалла».