Уçă урок

8-мĕш класра пĕр йышши членсем çинчен вĕреннине пĕтемлетни хăйне евĕрлĕхпе палăрчĕ. Вĕреннине çирĕплетнĕ май вĕренекенсем чăваш çыравçисен тăван чĕлхе çинчен хайланă сăввисене, историри пулăмсене тишкерчĕç, тавракурăмне анлăлатрĕç, чăвашлăх паллисене палăртрĕç, чăваш тĕррисем, йăли-йĕрки çинчен калаçрĕç. Урокра ачасем хăйсем чăваш пулнипе мăнаçланнине кăтартса пачĕç.