5-мĕш класра «Асаннесемпе мăнукĕсем» уяв иртрĕ. Уява Семенова Сельвестан асламăшĕ – шкулта 40 çул ытла математика вĕрентнĕ Р.М.Семенова, Никифоров Максимпа Семенова Сельвестан кукамăшĕ – Р.Г.Козлова, Александров Никитан асламăшĕ – шкулта тивĕçлĕ канăва тухичченех лаборанткăра ĕçленĕ Л.Е.Александрова килни пурне те савăнтарчĕ. Вĕренекенсем аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕсене халалланă юрăсене, сценкăсене, сăвăсене, хăйсем çырнă хайлавсене вуласа, каласа, кăтартса парсан пухăннисен сăн-питĕнче савăнăç куççулĕ палăрчĕ. Ачасемпе асламăшĕ-кукамăшĕсем ваттисен сăмахĕсен пайĕсене те, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене те, пĕр сăмахран тĕрлĕрен сăмах тăвассине те çăмăллăнах пурнăçлама пултарчĕç. Асанне-кукамайсем юрланă сăпка юрри, мăнукĕсемпе пулса иртнĕ кăсăк самант çинчен каласа пани пурне те тыткăнларĕ. Асаннесемпе мăнукĕсем çинчен йĕркеленĕ презентацие пăхни тата та хавхалантарчĕ. Ачасем аслă ăрурисене яланах ăшă сăмах каламаллине, ырлăх-сывлăх сунмаллине, пулăшмаллине ăша хыврĕç.