«Çěр-шыв ятне çÿле çěклес тесе ěçлерěм»
«Çěр-шыв ятне çÿле çěклес тесе ěçлерěм» ятпа иртрě Н.Я.Бичурин - чǎваш халǎхěн мухтавлǎ ывǎлě, тěпчевçě, писатель çуралнǎранпа 235 çул çитнине халалланǎ 9-10 класри вěренекенсем хушшинче иртнě «Çавра сěтел». Вěренекенсем хěвел тухǎç тěпчевçисем хушшинчи чи паллǎ та çутǎ çыннǎн, чǎваш халǎхěн аслǎ ывǎлěн кун-çулне, паллǎрах ěçěсене, тěн асапě айěнчи кǎмǎлне, çынлǎхне, Тǎван çěр-шыва юратнине, унǎн литературǎри, живопоçри, кинематографири сǎнарне ун çинчен çырнǎ Кривцовǎн «Отец Иакинф» романěнчи, А.В.Талановпа Н.И.Ромовǎн «Друг Джунго» повеçěнчи, В.П.Романовǎн «Никита Бичурин» драминчи, Юхма Мишшин «Вěçен кайǎк пулас терěм» калавěнчи сыпǎкěсемпе усǎ курса, П.П.Хусанкайǎн «Н. Бичурина» сǎввине итлесе куç умне кǎларчěç, Н.Я. Бичуринǎн тěп тěллевě – çěр-шывшǎн усǎллǎ ěçсем ытларах тавасси пулнине палǎртрěç.