Ентешěмěр 135 çулта

Авǎн уйǎхěн 16-мěшěнче пирěн ентеш, паллǎ педагог, этнограф, историк, тěн деятелě Михаил Петрович Петров (Тинехпи) çуралнǎранпа 135 çул çитрě. Вǎл Мǎн Элмен ялěнче çуралса, Авшак Элменти чиркÿпе прихут шкулěнче вěренсе, пурǎна киле чаплǎ та пултаруллǎ çын пулса тǎнипе эпир мǎнаçланатпǎр та мухтанатпǎр, мěншěн тесен шǎпах асǎннǎ шкул никěсě çинче  йěркеленнě Ярмушка шкулě. Кǎçал вара шкул 150 çулхи юбилейне паллǎ тǎвать.

Шкулта вěренекенсене Тинехпин пурнǎçěпе, ěçě-хěлěпе, тǎванěсен аса илěвěсемпе хатěр презентацисемпе, тěпчевсемпе усǎ курса паллаштарǎпǎр. Пирěн хамǎр ентешсем çинчен пěлмелле, вěсен ěçěсене малалла тǎсмалла!