Савăнăçлă тĕлпулу

Раççей Федерацийěн тата Чăваш Республикин Писателěсен тата Журналисчěсен Союзěн членĕ, Иван Ивник премийěн лауреачĕ, Вăрнар район собранийěн депутачĕ О.Г.Куликова хăй вĕреннĕ шкула час-часах килсе çÿрет. Вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шкул спортзалне вăл çине тăнипе тĕпрен юсаса çĕнетнĕччĕ. Паян вара Ольга Геннадьевна çак çутă та хăтлă спортзалра шкул ятне çÿле çĕклекен, вĕренÿре тĕслĕх  кăтартакан виçĕ вĕренекене, 11 класри Сорокина Каринăпа Кроткова Настьăна, 10 класри Муракова Машăна хăйĕн стипендийĕпе чысларĕ. Вĕрентекенсен коллективне тата шкул библиотекине нумаях пулмасть пичетленнĕ «Упраймарăм сана» романне парнелерĕ. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем çыравçа чунтанах тав турĕç, çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей, ырă кун-çул сунчĕç.