«Тăван чĕлхе пур чух халăх та пур» темăпа иртрĕ 5-мĕш классен чăваш чĕлхин пĕрремĕш урокĕ. Вĕренекенсем, паллă çынсем тăван чĕлхе пĕлтерĕшĕ пирки каланисемпе паллашнă май, тăван чĕлхе – пĕлÿ пухмалли хатĕр те, вăл ăрусен ăс пурлăхне пухма, ăна упраса хăварма, тĕрлĕ ÿнере, культурăна, ăслăлăха аталанма май туса панине, халăх ăс-тăнĕн пуянлăхĕ, культурин тĕп палли, халăх историйĕн никĕсĕ, чăваш чĕлхи – тĕрĕк чĕлхи пулнине пĕлчĕç. Чĕлхе пулмасан халăх та пулманнине, çавăнпа тăван чĕлхене хисеплесе юратмаллине, упраса аталантармаллине палăртрĕç.