Элмен тăрăхěнчи паллă çыравçа, Раççей Федерацийěн тата Чăваш Республикин Писателěсен тата Журналисчěсен Союзěн членне, Иван Ивник премийěн лауреатне, Вăрнар район собранийěн депутатне, О.Г.Куликовăна (Улькка Эльмен) хамăр районта та, Чăваш Республикипе ун тулашěнче пěлмен çын çук та пулě. Унăн чуна пырса тивекен хайлавěсем кашни çыннах тыткăнлаççě, ырă çын пулма хистеççě. Хăйěн хайлавěсенчи ырă сăнарсенчен те ырăрах пек туйăнать пире, Ярмушка шкулěнче вěренекенсене-ěçлекенсене, çыравçă. Хăй вěреннě шкул çурчě çěкленнěренпе те юсав ěçěсем ирттермен спортзала вăл çине тăнипе çěнě вěренÿ çулě пуçланиччен тěпрен юсаса çěнетрěç. Халě спортзал çутă та хăтлă, унтан ачасем татăлмаççě. Спортзала юсаса çěнетни ачасене малашне спортра пысăк çитěнÿсем тума пулăшě. Шкул коллективě, вěренекенсем, ашшě-амăшě Ольга Геннадьевнăна чěререн тав тăвать, пурнăçěнче ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçусем, çитěнÿсем сунать.
Ярмушкари вăтам шкул коллективĕ.