Чǎваш чĕлхи пуянлǎхне, илемлĕхне, хǎйне евĕрлĕхне туйтарас, палǎртас тĕллевпе 5-6-мĕш классем хушшинче «Çǎлтǎрлǎ сехет» вǎйǎ иртрĕ. «Чĕкеçсем» тата «Асамат» ушкǎнсем рифмǎланǎ ыйтусен, тупмалли юмахсен, шÿтлĕ ыйтусен тупсǎмĕсене шырарĕç, И.Я.Яковлев калавĕсем тǎрǎх йĕркеленĕ викторина ыйтǎвĕсене хуравларĕç, халǎх сǎмахлǎхĕпе, чǎваш чĕлхипе тата литературипе çыхǎннǎ тĕслĕхсене тишкерчĕç, ваттисен сǎмахĕсене вĕçлерĕç, пĕр сас паллипе пуçланакан сǎмахсенчен текст йĕркелерĕç, «Хураçка» сǎмахран тĕрлĕ сǎмах турĕç т.ыт.те. Вǎйǎра «Чĕкеçсем» ушкǎн тавçǎруллǎрах пулни курǎнчĕ. Çĕнтерÿçĕсене саламлатпǎр!