«Чǎваш халǎх юррисем» темǎпа 2-мĕш класра пĕрлештернĕ уçǎ урок иртрĕ. Вǎл «Урам аякки кǎвак çеçке» юрǎпа пуçланчĕ. Малалла кашни ушкǎн хǎй суйласа илнĕ юрăсемпе паллаштарчĕ. Ĕç юррисем, истори юррисем, улах юррисем, çулталǎкри уявсен юррисемпе такмакĕсем пурне те кǎсǎклантарчĕç. Ачасем урока аван хатĕрленнĕ. Вĕсем юрласа та, сǎвǎлла каласа та куракансене тĕлĕнтерчĕç.