В.Петровǎн «Çавра çǎкǎр» калавĕ тǎрǎх ирттернĕ уçǎ урок

Çĕр ĕçченне хисеплеме, çǎкǎра хаклама, çǎкǎрпа çыхǎннǎ авалхи йǎласене тытса пыма, ачасен калаçǎвĕпе çыру чĕлхине аталантарас тĕллевпе 6-мĕш класра Василий Петровǎн «Çавра çǎкǎр» калавĕ тǎрǎх уçǎ урок иртрĕ. Урокра ачасем тĕп сǎнар асаилĕвĕсем урлǎ вǎрçǎ вǎхǎтĕнчи пĕр кил-йыш шǎпине, вĕсем йывǎрлǎхсем витĕр тухса тÿсĕмлĕх илнине пĕлме пултарчĕç. Амǎшĕ пĕçернĕ ыраш çǎкǎрĕ вǎрçǎра пуç хунǎ ашшĕн сǎнарне ачисене яланах асра тыттарнǎ. Çав йǎлана вĕсем паянхи кун тытса пыраççĕ, хǎйсен мǎнукĕсене вĕрентсе хǎвараççĕ.