«И.Я.Яковлев калавĕсене пĕлетĕр-и?» тавçǎруллисемпе хаваслисен конкурсĕ

«И.Я.Яковлев калавĕсене пĕлетĕр-и?» тавçǎруллисемпе хаваслисен конкурсĕнче 1-мĕш класра вĕренекенсем хǎйсен астуса юласлǎхне, пĕлĕвне, пултарулǎхне пур енлĕн кǎтартма пултарчĕç. Слайдсемпе усǎ курса «Автан», «Чакак», «Кулачǎ», «Йǎлǎнтарни», «Кашкǎрпа карчǎк» калавсене тишкерчĕç, кǎсǎк ыйтусене хуравласа ǎмǎртрĕç, тавракурǎмне аталантарчĕç.