«Сăпайлăх этеме илем кÿрет»

«Сăпайлăх этеме илем кÿрет» - уçă урок 5-мěш класра вěренекенсемшěн йăлана кěмен урок пулчě. Урок эпиграфěсемпе паллашнă хыççăн вěренекенсем хаваспах сăпайлăхпа çыхăннă ыйтусем çине хуравларěç, хăйсен шухăшěсене палăртрěç. Вěрентекен чăваш халăхěн ěлěкрен пыракан сăпайлăх йăли-йěрки çинчен каласа панине тимлесе итлерěç.

Кěнекери пуплев этикечěпе паллашни, «Пěр-пěринпе хутшăнни» схемăна тишкерни, панă сăмахсем çумне –сам(-сем), -самăр(-сěмěр) аффикссем хушса предложенисем йěркелесе тархасшăн сăмах пěлтерěшěпе танлаштарни, «Унăн пÿлěмне кěрсен» калав йěркелени, чăваш чěлхинчи каçару ыйтмалли сăмахсене, салам сăмахěсене, ваттисен сăмахěсене аса илни, вěренекенсене сăпайлă  çын мěнле пулмаллине палăртма, пěтěмлетме май пачě.