Пĕр-пĕрин ĕçри ырă енĕсемпе паллашса ăна усă курасси чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем хушшинче анлă сарăлнă. Çак тĕллевпе Григорьева Е.Н. тата Ильина В.А. мастер-класс кăтартрĕç. Уçă уроксенче вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе вĕренекенсен пĕлĕвне туллин кăтартса пама пултарчĕç. Нурăс тĕмĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем уçă уроксем çÿллĕ шайра иртнине, паянхи куна тивĕçтернине палăртрĕç.