Паян шкулта чǎваш чĕлхине халаланǎ вунǎ кунлǎх пуçланчĕ. Çавна май 5-мĕш класра Л.Агаков çырнǎ «Кǎсǎя» повесть тǎрǎх уçǎ урок иртрĕ. Ку урокра ачасем тĕп геройǎн характеристикине йĕркелеме, туслǎха хаклама, Наташа сǎнарĕ урлǎ ырра ырǎпа тавǎрма вĕренчĕç. Вǎрçǎра хĕр ачасемпе хĕрарǎмсем те хастар пулнине çирĕплетрĕç, хǎйсен ватǎ аслашшĕсемпе ватǎ кукашшĕсем вǎрçǎра паттǎрлǎх кǎтартнине каласа пачĕç. Урока хаклакансем ку тема ачасемшĕн паянхи кун усǎллǎ пулнине палǎртрĕç.